Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев шӑматкун Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медицина центрӗнче пулнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ертӳҫисене халӑха кӑшӑлвирусран прививка тӑвас ӗҫе начар йӗркеленӗшӗн сӑмах лекнӗ.
Юлашки кунсенче пирӗн республикӑра талӑксерен 8 пин ҫын прививка тутарасшӑн иккен. Унччен ҫак цифра 4 пинпе танлашнӑ. Ҫавна май медицина учрежденийӗсенче черет вӑрӑмланнӑ. Апла пулсан ӗҫе ҫӗнӗ лару-тӑрӑва кура йӗркелеме тивет.
Паянхи куна илсен Ҫӗмӗрлере кунсерен 350 ытла ҫынна вакцинацилеме пулать, анчах чи хӗрӳ вӑхӑтра та кунсерен 160 ҫын ҫеҫ прививка тутарнӑ.
Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, халӑхпа ытларах ӗҫлемелле, кӑшӑлвирусран епле хӳтӗленмелли ҫинчен ытларах каласа кӑтартмалла. Ҫӗмӗрлере е ытти муниципалитетра вакцинаци валли хушма бригада кирлӗ пулсан унта ытти ҫӗртисене яма пулать тесе палӑртса хӑварнӑ Олег Николаев.
Канаш хулинче, Красноармейски тата Хӗрлӗ Чутай районӗсенче вакцинаци витӗр халӑхӑн 40 ытла проценчӗ тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр хулисенче, Вӑрмар, Тӑвай, Элӗк тата Улатӑр районӗсенче прививка тутарнисен хисепӗ 30 процентран сахалрах.
Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 23 сехетре вӑл пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма вӗлернӗ. Хайхискер ӑна ҫӗҫӗпе тапӑннӑ. Арҫын пиччӗшӗпе тата ҫак хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Савнине пиччӗшӗ ҫумне кӗвӗҫнипе вӑл ҫӗҫӗ ярса тытнӑ.
Арҫынна тытса чарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче ҫӗртмен 16-мӗшӗнче Ленин урамӗнчи ҫуртӑн тӑрри ҫунма пуҫланӑ. 22 сехет ҫурӑра пушар тухнине Владимир Димитриев полицейски асӑрханӑ. Вӑл ун чухне кӳршӗ ялтан таврӑннӑ.
Пушар пирки тӳрех ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ. Пӗр тӑхтамасӑр вӑл алӑкран шаккама тытӑннӑ. Пӳртре отпуска килнӗ мӑшӑр, вӗсен 4-ри хӗрӗ тата 9 ҫулти тӑванӗ ҫывӑрнӑ. Шакканине илтсе вӗсем вӑраннӑ, урама тухса ӗлкӗрнӗ. Полицейски ирчченех унта пулнӑ, пушара сӳнтерме пулӑшнӑ. Кайран вӑл ӗҫе кайнӑ.
Паян республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Чылай чухне шӑрӑх ҫанталӑк танӑ хыҫҫӑн лайӑх ҫумӑр ҫумасть.
Паян Вӑрмар районӗнче пӑр, ҫумӑр ҫунӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку паян 15 сехет те 50 минутра пулнӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Тутарстанра пӑр ҫунӑ. Унта хӑш-пӗр тӑрӑхра пахча ҫимӗҫе пӗтернӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен республикӑра 4489 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 2298-шӗ – арҫын ача, 2191-шӗ – хӗрача.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 100 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8 мӑшӑр нумайрах.
Ытларах йӗкӗрешсем Шупашкарта ҫуралнӑ: 58 мӑшӑр. Ҫӗнӗ Шупашкарта 12 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Канаш, Улатӑр хулисенче 6-шар йӗкӗреш, Муркаш тата Шупашкар районӗсенче 4-шар йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Патӑрьел, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрлере 2-ше йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пушар пулни пирки, куншӑн 51 ҫулти кил хуҫине айӑпласшӑнни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкекре хӗрарӑм, унӑн икӗ хӗрӗ, 4-ри, 7-ри тата 10 ҫулти мӑнукӗсем вилнӗ. Арҫынна пӗр хӗрӗ вӑратнӑ. Анчах вӑл пурне те урама кӑларма ӑс ҫитереймен, хӑйӗн тӑрӑх шыв янӑ, утиялпа чӗркеннӗ те тухнӑ. Кӳршисем патне чупнӑ. Анчах таврӑннӑ тӗле ҫулӑм йӑлтах ярса илнӗ.
51 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулнӑ. Ӑна судья колони-поселение 1 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Палӑртмалла: пушар ҫенӗкре ларакан кивӗ холодильнике пула тухнӑ. Срокӗ тухнӑ пулсан та кил хуҫи унпа усӑ курма пӑрахман.
Ӗнер кӑнтӑрла йӗрке хуралҫисене Вӑрмар районӗнчи хаҫат редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта мина хунӑ тесе сисчӗвлентерекен тупӑннӑ. Пакунлисем вырӑна тухса кайнӑ. Ҫурта сирпӗтекен хатӗр тупӑнман.
Шӑнкӑравлакан ҫынна та пӑтӑрмах хыҫҫӑн шырама пикеннӗ.
Суякан ҫын редакцире ӗҫлекен хӗрарӑмӑн мӑшӑрӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл арӑмне кӗвӗҫнӗ, киле хӑвӑртрах таврӑнтӑр тесе ҫурта сирпӗтӗҫ тесе хӑратас тенӗ. 37 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисен тӗлне унччен те леккеленӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ӳсӗр пуҫпа вӑл темиҫе те ҫакланнӑ. Пӗринче тата арӑмӗ хӗнет тесе йӗрке хуралҫисене суйса шӑнкӑравланӑ.
Ҫуртра мина хунӑ тесе суйнӑшӑн ӑна 200 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама е ирӗкрен виҫ ҫул таран хӑтарма пултарӗҫ.
Вӑрмар районӗнчи Кӗлкешри Н.А.Афанасьев ячӗллӗ шкула 30 кунлӑха хупнӑ. Кун пирки Вӑрмар районӗн сучӗ пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче унти шыва тӗрӗсленӗ. Вӑл шкулти ҫӑлкуҫран килет. Ҫавӑн пекех кранран юхакан шыв пахалӑхне те пӑхнӑ. Лаборатори тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, шывӑн санитарипе биологи кӑтартӑвӗсем требованисемпе килӗшсе тӑман.
Хальлӗхе Вӑрмар районӗн сучӗ кӑларнӑ приговор саккунлӑ вӑя кӗмен. Вӗренӳ министерстви кун пирки мӗн пӗлтерни паллӑ мар-ха.
Нумаях пулмасть Хусанта пурӑнакан 79 ҫулти арҫын Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялне масар ҫине килсен ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл арӑмӗн вилтӑпри ҫине пынӑ.
Вӑл таврӑнманнине кура тӑванӗсем полицие пӗлтернӗ. Ватӑ арҫынна нимеҫӗсем те шыранӑ. Вӑл сипленмен чирсемпе нушаланни, кӑштах ывӑнсан та хӑйне япӑх туйма пултарни тата вӑйлӑрах хӑратнӑ.
Полицейскисем тата нимеҫӗсем районта йӑлтах шырасан арҫын киле электричкӑпа ларса кайнине уҫӑмлатнӑ. Хусанта ӑна пӗр станцире ҫынсем курнӑ-мӗн. Ҫавӑн чухне арҫынна чӑнах та япӑх пулса кайнӑ иккен. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ.
Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пулнӑ пушарта 6 ҫын вилнӗччӗ, вӗсенчен 3-шӗ ачасем. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Следстви пушар сӑлтавне палӑртнӑ. Инкекшӗн ҫав пушарта ҫӑлӑнса юлнӑ 51 ҫулти арҫынна айӑпласшӑн.
Вӑл – пӳрт хуҫи. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм юсавсӑр холодильнике пула тухнӑ. Вӑл хутса ӑшӑтман ҫенӗкре ларнӑ. Холодильникӗн ӗҫлемелли срокӗ тухнӑ пулнӑ. Анчах унпа малалла усӑ курнӑ.
Аса илтерер: амӑшӗ икӗ хӗрӗпе, виҫӗ мӑнукӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчен куҫса килнӗ пулнӑ. Ҫавӑн чухне пӗр хӗрӗ ҫулӑм тухнине курсан кил хуҫине вӑратнӑ. Лешӗ пуҫ тӑрӑх шыв ярса, утиялпа чӗркенсе урама тухнӑ, кӳршине чӗннӗ. Анчах вӗсем ҫитнӗ тӗле йӑлтах ҫуннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |